
Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Красноармейски тӑрӑхӗнчи Карайӗнчи культура ҫуртӗнче Николай Егоров художникӑн 80 ҫулхине уявлама пуҫтарӑннӑ.
Николай Григорьевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Казах Республикин Асета Найманбаев ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Нестер Янкас премийӗн лауреачӗ. Вӑл Ҫырмапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Художник 80 ҫул тултарнӑ.
Юбиляра Красноармейски муниципалитет тӑрӑхӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Александрова, Карайӗнчи территори пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Сверчков, «Трак ен» ентешлӗхӗн председателӗ Иван Архипов тата ыттисем саламланӑ. Вӗсем пурте художник пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ, «чӑваш Левитанӗ» тесе ырлакан та пулнӑ.

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш элемӗсен — гербпа ялавӑн — авторӗ Элли Юрьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
XX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш ӳнерӗ ҫак ӑстапа нумай енлӗ ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш геральдистне «вут-ҫулӑм чунлӑ ҫын» тесе каланӑ иккен. Ятарлӑ компьютер программисем ҫук чухнех вӑл хӑйӗн шрифчӗсене шухӑшласа кӑларнӑ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш космонавчӗ валли кӑкӑр ҫине хакламалли паллӑна ӳкернӗ, 400 ытла кӗнекене илемлетнӗ, Гагарин кӗперӗн чукун решеткин эрешне ӳкернӗ.
Пулас художник 1936 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче (1949-1951), Шупашкарти ӳнер училищинче (1951-1952), Тбилиссири патшалӑхӑн ӳнер академийӗнче (1958-1964) вӗреннӗ.

Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗнче пир тӗртессипе семинар-практикум иртнӗ.
«Йӑлана кӗнӗ халӑх промыслине аталантарма пӑрахсан эпир хамӑрӑн ӑс-тӑнлӑ несӗлӗмӗрсемпе ҫыхӑнӑва ҫухататпӑр», – тесе шухӑшлать пир тӗртекен ӑста, Красноармейски тӑрӑхӗнчи Светлана Мефодьева.
Хӗрарӑм хӑйӗн мӑшӑрӗпе Валерий Геннадьевичпа пӗр шухӑшлӑ пулса пир тӗртес ӑсталӑха чӗртсе тӑратас тенӗ. Хӑйсем тӑрӑшнипех ҫырлахасшӑн мар вӗсем – хӑйсем мӗн пӗлнине ыттисене те вӗрентесшӗн, пир тӗртес ӑсталӑха халӑхра сарасшӑн.
Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗнче пир тӗртессипе семинар-практикума пухӑннисем вӗрентекенсем каланине, вӗрентнине кӑсӑкланса ӑша хывнӑ май пир тӗртес ӑсталӑха алла илессипе хавхаланса-ҫунатланса кайнӑ.

Красноармейски муниципаллӑ округа кӗрекен Еншик Чуллӑ ялӗнчи коллектив конкурсра палӑрнӑ. Вӗсем малти вырӑнах тухайман та, анчах унта тивӗҫлипех хутшӑннӑ. Регионсем хушшинчи конкурс ячӗ – «Ҫухалнӑ ҫӑлкуҫ». Еншик Чуллӑ ялӗнчи «Эншей» ушкӑн конкурсра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ушкӑна ҫухалнӑ ҫӑлкуҫа хӑтланӑшӑн конкурса йӗркелекенӗсем диплом парса тата 30 000 тенкӗлӗх парнепе савӑнтарнӑ.
Вырӑнти хастарсене каярах Красноармейскинчи вулавӑшра чысланӑ, нумай ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, ырласа та мухтаса ҫунатлантарнӑ. Кун пирки вырӑнти хастар Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ, коллектива конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑшӑн ӑшшӑн саламланӑ, малашне те маттур пулма суннӑ.

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Карай енӗн халӗ тӗрӗллӗ карттӑ пур. Карай тӑрӑхне пилӗк ял сӑнланнӑ унта. Нумаях пулмасть ӗҫе ятарласа халӑхпа пуҫтарӑнса презентациленӗ.
Кун пек паха ӗҫе пурнӑҫланӑшӑн вырӑнти хастарсене Красноармейски муниципалитет округӗн администрацийӗн Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарнӑ.

Красноармейски округӗнче чи лайӑх ялсене палӑртнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра 49 ҫын таран пурӑнакан ялсен хушшинче Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫӗнтернӗ, 700 пин тенке тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тури Типҫырма тата Тватпӳрт. Вӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫнӗ.
Иккӗмӗш ушкӑнра (50 ҫынран ытларах пурӑнакан ялсем) Упи ялӗ ҫӗнтерсе 1,5 млн тенке тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Йӗпрем (1 млн тенкӗ), виҫҫӗмӗш вырӑна 4 ял пайланӑ: Пӑрӑнтӑк, Васнар, Вӑрманкас тата Кӳлхӗрри. Вӗсем 550-шер пин тенке тивӗҫнӗ.

Красноармейскинчи вулавӑшра Владимир Константинов таврапӗлӳҫӗне 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.
Владимир Константинов Красноармейски районӗнчи Анат Типҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл - журналист, педагог, таврапӗлӳҫӗ, халӑх академикӗ, Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ, 10 кӗнеке авторӗ, М. Тинехпи тата Н. Янкас премийӗсен лауреачӗ.
Вырӑнти хастар, Виталий Михайлов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юбилейпа ентешне «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем, Трак вӑтам шкул педагогӗсем, Трак енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Иван Прокопьев, ЧНКан Трак енри ӳйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем саламланӑ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ май ӑна тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнче, саламланӑ, шупӑр тӑхӑнтартнӑ.
Танӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ентешне сума суса вырӑнтисем район центрӗнче ҫӗкленекен культура ҫуртне ун ятне пама йышӑннӑ.
Юрий Сементер хайлавӗсене 20 ытла чӗлхепе куҫарнӑ. Вӑл хӑй те ӑста куҫаруҫӑ май Александр Пушкинӑн, Михаил Лермонтовӑн, Сергей Есенинӑн тата ытти поэтпа ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла куҫарнӑ.

2025 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ премие тата лауреат ятне Антонина Никонорова тивӗҫнӗ.
Антонина Николаевна – «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи. Преми лауреачӗ ята ӑна «юрӑ-кӗвӗ тӗнчинче ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн, чӑваш юррине халӑх хушшинче анлӑ сарнӑшӑн, 2025 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ май» парас тенӗ. Лауреат ятне пама ӑна Красноармейскинчи Тӗп централизациленӗ клуб тытӑмӗ тата Красноармейски тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсен профессиллӗ пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер 85 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. Кун-ҫулне литературӑпа тӳрех ҫыхӑнтарман. Малтан Шупашкарти музыка училищине вӗренме кӗме тӑнӑ, анчах май килмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑван тӑрӑхри колхозра, унтан культура ҫуртӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вара ҫырма яланах юратнӑ. Ҫавӑнпа хаҫатсемпе ҫыхӑну тытнӑ.
Кӑштахран ӑна шӑпа Ҫӗрпӳри ВЛКСМ райкомне илсе ҫитернӗ. 1966 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче «Октябрь ҫулӗ» райхаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищине, унтан Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ялав» журналта ӗҫленӗ.
